Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан Анна Афанасьевна Рыбакова 100 ҫул тултарнӑ.
Анна аппа ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, 20 ҫулта качча тухнӑ. Мӑшӑрне вӑрҫа ӑсатсан икӗ ачапа тӑрса юлнӑ. Анчах упӑшкине вӑл фронтран кӗтсе илеймен. Ачисене вӑл пӗчченех ӳстерсе ура ҫине тӑратнӑ, ывӑлӗпе хӗрӗшӗн тӗслӗх пулнӑ.
Халӗ Анна Афанасьевна хӗрӗпе Тамарӑпа пурӑнать. Тамара - тивӗҫлӗ канура, амӑшӗпе юнашар пулас тесе мӑшӑрӗпе иккӗшӗ Шупашкартан яла куҫса килнӗ.
Чӑваш Енре культурӑпа искусство сферинчи инноваци проекчӗсене грантсемпе хавхалантарассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Халӗ ҫавна тӳре-шара шайӗнче йышӑннӑ, укҫапа ҫирӗплетнӗ. Кун пирки республикӑн Правительствин ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, иртнӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Ларура культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ конкурсра ултӑ проект ҫӗнтерсе 600 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Ҫав шутра — Патӑрьел районӗн централизациленӗ клуб системин «Анатри чӑвашсен тӗпелӗ», Вӑрмар районӗнчи ачасен пултарулӑх шкулӗн «Артмастерской», Сӗнтӗрвӑрринчи муниципалитет учрежденийӗн «Хӑвӑншӑн Бичурина уҫ» проекчӗсем, «Акаци» культура ҫурчӗн культурӑпа ҫутӗҫ марафонӗ, Етӗрне районӗн централизациленӗ клуб системин Аркадий Айдака чысламалли тата Пӑрачкавсен централизациленӗ клуб системин ачасен пултарулӑхӗн фестиваль-конкурсӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи уйра ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченех хӗрӳ ӗҫсем пынӑ. Унта студентсем, нимеҫӗсем ӗҫленӗ.
Чӑннипе, ку ӗҫе тума пуҫлани пирки маларах пӗлтернӗччӗ. Сӑмах - Андриян Николаевӑн агропортречӗ пирки. Халӗ ӑна туса пӗтернӗ ӗнтӗ.
Хастарсем малтан портрета йӗрлесе тухнӑ, унтан кӗреҫе тытса ҫӗре чавнӑ. Агропортрет халӗ ҫӳлтен питӗ илемлӗ курӑнать.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртре ачасен фольклор фестивалӗ иртнӗ.
«Солнечные лучики» (чӑв. Хӗвел пайӑркисем) ача-пӑча фольклорӗн районти III фестивальне тӑван халӑх йӑли-йӗркипе паллаштарас, ӑна халӑхра сарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
«Ачасем чӑвашла калаҫни, юрри-ташшисене, вӑййисене, йӑли-йӗркисене кӑтартма пултарни чуна ҫав тери савӑнтарать», — теҫҫӗ вырӑнти хастарсем.
Фестивале 8 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ: Ҫичӗпӳртри «Кунер», Турханкассинчи «Асамат», Хуракассинчи «Кӑсӑя», Вӑрманкассинчи «Путене», Кайри Шӗнерпуҫӗнчи «Ҫӑлкуҫ», Чӑнкассинчи «Савӑнӑҫ», Урхас Кушкӑри «Шӑнкӑрав», Аксаринти пултарулӑх ушкӑнӗсем.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗн ҫывӑхӗнче Андриян Николаев летчик-космонавтӑн агропортретне йӗркене кӗртме пуҫланӑ. Ҫакна пурнӑҫлаканӗсем – студентсемпе хӑйирӗкҫӗсем.
Космонавтӑн агрпортретне 2012 ҫулта ӳкернӗ. Ун чухне ӑна энтузиастсем пурнӑҫланӑ, ҫӗре тракторпа тата мотоблокпа сухаланӑ. Сас паллисене вара ҫынсем кӗреҫепе чавнӑ. 2014 ҫултанпа унта никам та нимӗн те туман. Паллах, портрет санӗ 8 ҫулта ҫухалнӑ.
Агропортрет Ҫавал юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ, вӑл 100x15 метр калӑпӑшлӑ.
Проект пуҫаруҫи Юрий Иванов каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта вӗсем агропортрета ҫӗнетме хӑтланнӑ, анчах укҫа ҫитмен. Кӑҫал ӗҫсене нумаях пулмасть пуҫланӑ.
Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Мустаев отставкӑна кайнӑ. Мӗнле сӑлтава пула кайнине пӗлтермен. Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вырӑнти депутатсем ӑна ку должноҫрен срокран маларах яма йышӑннӑ.
Владимир Мустаев ку должноҫре 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вӑл администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер вара хӑйӗн должноҫӗнчех юлнӑ. Вырӑнти депутатсем пурте унӑн кандидатуришӗн сасӑланӑ.
Космонавтика кунӗ иртсе кайнӑ пулин те ыран ҫак уява халалланӑ велочупу иртет. Унта хутшӑнакансем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла ҫитӗҫ. Маршрут 70 ҫухрӑмпа танлашӗ. Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫула тухакансен 35 ҫухрӑм ҫеҫ парӑнтарма тивӗ. Мероприятие "Спица ҫинчи хӗвел" велоюхӑм Андриян Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗпе пӗрле йӗркелет.
Шупашкарта ыран 9 сехетре велочупуҫӑсем Юрий Гагарин палӑкӗ умне чечек хурӗҫ те ҫула тухӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарти "Химик" культура керменӗ патне ҫитӗҫ. Унта 10 сехет ҫурӑра велочупуҫӑсем пухӑнӗҫ. Велочупӑва кирек кам та хутшӑнма пултарать. Велосипед юсавлӑ ҫеҫ пултӑр.
Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка районӗсене асфальт ҫулпа ҫыхӑнтарӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ.
Аукцион ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулӗ. Малтан палӑртнӑ хак - 189 миллион та 619 пин тенкӗ.
Аукцион ҫӗнтерӳҫин ҫула ҫитес ҫул ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сарма тытӑнмалла, ӗҫсене чӳкӗн 30-мӗшӗнче вӗҫлемелле. Ҫул тӑршше 3 ҫухрӑм пулӗ.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта велосезон уҫӗҫ. Космонавтика кунне халалланӑ велочупу Шупашкарта Юрий Гагарин палӑкӗ умӗнчен 9:00 сехетре пуҫланӗ. 11:00 сехетре велосипедҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» КК ҫывӑхӗнче пухӑнӗҫ. Финиш яланхи пекех Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта пулӗ.
Шуршӑла ҫитсен митинг иртӗ, А. Г. Николаев вил тӑпри ҫине чечек хурӗҫ. Хутшӑнакансем космонавтика музейне ҫитсе курӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, поэтсемпе писательсем тухса калаҫма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне «Трава у дома» юрӑпа ташӑ флешмобне йӗркелӗҫ.
Велочупӑва хутшӑнма юсавлӑ велосипед кирлӗ. Шупашкарсен 70 ҫухрӑм ҫула педаль ҫавӑрттарса ҫӗнмелле пулӗ, ҫӗншупашкарсен — 35 ҫухрӑм ҫула.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски (Ӗсмел) салинче Мӑн Енӗш урлӑ хывнӑ кӗпере тӗпрен юсӗҫ. Ҫак тӗллевпе 83,6 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Кӗпере юсама аукционра шӑпах ҫакнашкал малтанхи хака палӑртнӑ та.
Хӑш подрядчик аукциона выляса илнине пушӑн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Аукционта палӑртнӑ заданипе килӗшӳллӗн, юсав икӗ тапхӑрпа иртмелле — 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 31-мӗшӗччен тата ҫитес ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 30-мӗшӗччен. Юсав хыҫҫӑн мӗн те пулин ҫӗмӗрӗлсен, подрядчикӑн ӑна 8 ҫул хушши хӑй шучӗпе пӑхса тӑмалла пулӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫак кӗпере юсамалли проекта хатӗрлес тӗлӗшпе ҫулталӑк маларах аукцион ирттернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |